close

Вход

Забыли?

вход по аккаунту

?

Пресс-релиз

код для вставкиСкачать
 Пресс-релиз
Чăвашла
Раштавăн (декабрĕн) 3-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче "Урхамахсем тăраç тапăртатса" шкул ачисемпе çамрăксем тата вĕрентекенсем хайланă сăвă-калав пуххин хăтлавĕ (презентацийĕ) иртĕ. Пуçламăшĕ - 11 сехетре.
Кĕнекене 2010 çулта ирттернĕ "Урхамахсем тăраç тапăртатса..." интернетри литература ăмăртăвне хутшăннă хайлавсем кĕнĕ. Чăваш халăх сайчĕ (Chuvash.Org) ачасемпе çамрăксем хушшинчи литература ăмăртăвĕсене тăваттăмĕш çул ирттерет. Тĕп тĕллевĕмĕр - яш-кĕрĕмĕн литература пултарулăхне аталантарасси, çут çанталăкри тата кулленхи пурнăçри пулăмсене илемлĕ çырулăх мелĕпе уçса пама хăнăхтарасси. 2009 çултан пуçласа вара пирĕн конкурссене вĕрентекенсем те - шăпах ачасене ырă ăс хывакансем - хутшăнаççĕ. Пĕлтĕрхи ăмăртăва пурĕ 140 хайлав килнĕччĕ - 111-ĕшне ачасем ăсталанăччĕ, ыттисене - вĕрентекенсем. Кĕнекене вара 100-е яхăн сăвă-калав вырнаçрĕ - унта малти вырăнсене йышăнма пултарнисем кăна мар, ыттисене те кĕртме май пулчĕ. Кашни автор мар пулин те хăшĕ-пĕри хăй çырнă хайлавĕпе паллаштаратех пулĕ.
Кĕнекене илемлетес тĕллевпе кăçал "Лаша сăнарĕ хут çинче" ятарлă ӳнер ăмăртăвĕ те ирттернĕ - унта пурĕ 28 ĕç килчĕ. Хăшне-пĕрне эсир кĕнекере тупаятăр. Ӳкерчĕксен тĕп пайĕ вара - Станислав Юхтар явăçтарнипе Çĕрпӳ районĕнчи Çырмапуç шкулĕн ачисем хатĕрленĕскерсем. Хăтлавра кĕнекере вырнаçнă ӳкерчĕксен куравĕ ĕçлĕ - вĕсемпе унта паллашма май пулĕ.
По-русски
3 декабря в Чувашской национальной библиотеке состоится презентация книги "Урхамахсем тăраç тапăртатса" ("Аргамаки рвутся в путь"), куда вошли произведения школьников, студентов и учителей. Начало - в 11 часов.
В книгу вошли стихи и рассказы, принявшие участие в литературном интернет-конкурсе "Урхамахсем тăраç тапăртатса...". Данный конкурс, третьий по счету, был проведен в 2010 году Чувашским народным сайтом (Chuvash.Org). Главной целью является развить литературноо детское творчество, научить живописно описывать природные явления через письмо. С 2009 года в конкурсах также участвуют и обучающие творчеству наставники - сами учителя.
В прошлогоднем конкурсе участие приняло около 140 работ - 111 из них было написано школьниками и студентами, остальные же - учителями. В книгу вошло около 100 произведений - не только те, что заняли призовые места, но те, что были хорошо оценены жюри. Ознакомят с произведениями сами авторы.
Использованные картинки нарисованы самими детьми. Для этого мы специально провели конкурс "Лаша сăнарĕ хут çинче" (Образ лошади на бумаге), куда пришло всего 28 работ. В книге удалось использовать лишь часть из них, львиную же часть заняли работы учеников Булдеевской ООШ (Цивильский район, рук. Станислав Юхтар). Рисунками можно будет ознакомиться на специальной выставке.
Автор
p-code
p-code26   документов Отправить письмо
Документ
Категория
Презентации
Просмотров
47
Размер файла
16 Кб
Теги
press, reliz
1/--страниц
Пожаловаться на содержимое документа